Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшма хатĕрскер

Пулăшма хатĕрскер

Ỹркенменскер, ĕçпе çирĕпленнĕскер, вăл ялан çумра. Манăн сăмахăм пĕр касра пурăнакан Тамара Николаевна Константинова çинчен пулĕ.

Тамара Курнавăш ялĕнче кун çути курнă. Ытти ачасемпе пĕрле шкулта вĕреннĕ. Мал ĕмĕтлĕскер яланах ĕçре палăрнă. Вăл Çирĕклĕ Шăхаль ачипе пурнăçа малалла тăснă. Тамара сысна ферминче те вăй хунă, ĕне те сунă. Пур ĕçе те юратса, тĕплĕн пурнăçланă. Пурнăçри кунсем хĕрарăма повар пулса ĕçлеме те хистенĕ. Çак ĕçе те Тамара чун ыйтнипе пурнăçлама пултарнă. Колхозри столовăйра механизаторсене вăхăтра тутлă апатпа сăйлассишĕн тăрăшнă. Ку ĕçре те вăл ырă сăмаха тивĕçнĕ.

Пурнăç урапи яка çулпа чупнă хăш вырăнта тумхах тупăннă? Тамара çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлнă. Юрать, ĕçе юратни, çынпа калаçса чунне уçни ăна хуйхă-суйхине пусарма пулăшнă. Савнă упăшки çĕре кĕнĕренпе вăл пĕчченлĕхре кун-çĕр ирттерет. Хăйĕн ача-пăча пулманран, кỹрши-аршин ачисемпе чĕвĕлтетнĕ вăл. Тараватлăскер, ача-пăчана пылак çимĕçпе сăйланă, юратнă.

Яланах ĕçре пулнă вăл. Чĕркуççи таран пылчăк, юр ашса чун киленĕç ĕнисем патне утнă. Кашни ĕнипе юратса калаçнă, çапла майпа хăйĕн кулленхи ĕçĕпе хавхаланнă. Дояркăсен ăмăртăвĕнче те яланах малти пулнă вăл.

Халĕ ĕнтĕ Тамара Константинова тивĕçлĕ канура. Анчах вăл фермăна пыма паян чĕнсен те паянах хатĕр пулăшу аллине тăсма. Хамăр урамра пурăнакансемпе те пĕр çемьери пекех вăл. Пĕр-пĕрин патне çỹретпĕр, калаçатпăр, ал ĕç тăватпăр.

Ĕçпе анчах маттур-и-ха Тамара Николаевна? Ялти клуба çỹрет, концерт таврашне те хутшăнать. Çавра питлĕскер хăй юратнă тĕрĕллĕ тутрисене илемлĕн, чăн чăваш хĕрарăмĕ пекех çыпăçуллă хуçлатса çыхать.

Çамрăклах мăшăрĕнчен юлса амăшне те, йăмăкне те пăхса чун-чĕри хытнă пулсан та, малаллах талпăнать вăл. Виçĕ çывăх çыннине пытарчĕ. Çаксем Тамарăна епле кăна типнĕ турат евĕр хуçрĕç. Вилĕ пытарасси чĕрене шарт хуçать-çке. Юрать, пĕр урамра пурăнакансем хевте парса пулăшса пыраççĕ, сăмахпа та тĕрев параççĕ. Тăванĕсемпе те килĕшỹре пурăнать.

Тамара ĕçчен çын пулнине малтанах аса илтĕм ĕнтĕ. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн вăл ытти çемьесенчен кая юлмасăр кил-çуртне çĕнетрĕ. Килти хуçалăхра мĕн кирлĕ, пурте пур унăн, тирпейлĕ, хăтлă. Пахчине е пỹрт-йĕри таврашне тухсан илемлĕ чечексем кăчăк туртаççĕ. Тата мĕн тĕрлĕ йывăç çук! Иртен-çỹрене вăл хăй пахчинче çитĕнекен тутлă панулмипе сăйлать. Вăл яланах çынна ырă сунать, тараватлă та, чей ĕçтермесĕр кăларса, ăсатса ярать-и-ха?

Хисеплетпĕр, мухтанатпăр эпир хамăр урамра пурăнакан çакăн евĕр çынпа: аппапа, йăмăкпа, çывăх юлташпа, тантăшпа. Малашне те унăн ырă кăмăлĕ ан иксĕлтĕр.

Е.БАРИНОВА,
Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code